Чӑваш ЧӗЛХИ кунне халалланӑ уяв.

foto1
foto1
foto1
foto1
foto1
+7 (8352) 533027
sosh53_p2@mail.ru
МБОУ "СОШ №53"

min vo

min obr

CentorMiPO

ObrCHuv

upravlenie

institutObr

Опрос

Как вы оцениваете качество услуг, предоставляемых в школе?

   ned4Паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 53-мӗш шкулта иртенпех чӑваш юррисем, сӑввисем янӑраҫҫӗ. Мӗнле уяв-ши теме пултаратӑр? Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ уяв-ҫке. Ҫак уява чысласси йӑлана кӗнӗ.Ҫак ҫурхи кун пӗтӗм ҫӗршывӗпех И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунне уявлаҫҫӗ. Эпир те И.Я.Яковлева, чӑваш чӗлхи кунне хисеплесе шкул ачисепе тӗрлӗ мероприятисем ирттертӗмӗр.

 

    Шкулта 5-6 классем хушшинче «Чи маттурри» ятлӑ конкурс иртрӗ.   Кашни класс ачи хйнеевӗрлӗхӗпе куракансене тыткӑнларӗ. Классем хушшинче аслӑ тытӑҫу хӗрӳ иртрӗ. Чӑваш юррисене  пӗри тепринчен хитререх юрларӗҫ. «2016 ҫул – ӗҫ ҫынни ҫулӗ» эмблема конкурсӗ те кӑсӑклӑ пулчӗ. Ҫак конкурс ҫӗнтерӳҫисем: 6М класс – 1 вырӑна тухрӗ (А.Л.Смирнова), 2- мӗш вырӑн – 5 к (Н.Г.Степанова), 3 -мӗш вырӑна 5М классем тухрӗҫ (Н.В.Дашкова).

 

   Ака уйӑхӗн 25 – мӗшӗнче кӗҫӗн классенче чӑваш юмахӗсен фестивалӗ иртрӗ. Кунта 1А,1Б,1Д, 1Г, 1В, 2А,3А класс вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем «Чее Ау» (1А), «Мулкач ури» (1В), «Кам кӗнӗ – ши пахчана?» (1Б), «Ҫарӑк» (3А), «Пукане» (1Д), «Сармантей» (1Г), «Кӳршӗсем» (2А) ятлӑ юмахсем лартрӗҫ.Фестиваль тӗлӗнмелле вӑйлӑ та илемлӗ пулчӗ. Ҫак фестивале эпир Раҫҫейри кино ҫулне халлаларӑмӑр. Ертӳҫӗсем залра ларакан пӗчӗк куравҫӑсене чӑваш кино историйӗпе паллаштарчӗҫ, чӑваш театрӗ, пӗрремӗш артистсем ҫичен каласа пачӗҫ.  Ҫак мероприятине кашни вӗрентекн питӗ тимлӗ хатӗрленнӗ. Пӗчӗк артистсем хӑйсен таланчӗпе, костюмӗсемпе залри куракансене савӑнтарчӗҫ.

 

    10 класс вӗренекнӗсем вӑтам тата кӗҫӗн класс ачисене И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе, пултаруллӑхӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. И.Я.Яковлев калавӗсемпе хатӗрленӗ ӳкерчӗксен выставкипе кашни класа паллаштарчӗҫ.

 

Ҫак кун чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Михайлова Валентина Вячеславовна Чӑваш диктантӗнче вӑй хучӗ.

 

Чӑваш чӗлхи кунне ирттерме хутшӑннӑ ӗҫтешсене пурне те ТВАТАПУҪ!!!

{gallery}images/stories/2016/april/25_04/gallery}

 

 


Copyright © 2018 Fashion Line Rights Reserved.